Кӑҫал Ҫӗрпӳ районӗнче иртекен Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенче мар, ҫӗртмен вӗҫӗнче — 27-30-мӗшсенче пулать. Яланхи пекех уява килсе ҫитекен хӑнасем валли суту-илӳ лавккисене уҫӗҫ, савӑнӑҫлӑ канӑва хатӗрлӗҫ.
Уява ярмаркка тӳремӗнче уҫӗҫ, ӑна йӑлана кӗнӗ пек театрласа ирттерӗҫ. Хыҫҫӑн вара ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе вӗренсе тухакан ҫамрӑксене чыслама палӑртнӑ. Каҫ-кӳлем еннелле куракансем валли флеш-моб тата байкер-шоу ирттерӗҫ. Каҫхине ҫамрӑксен «Пирӗн вӑхӑт» программи уҫӑлӗ.
Ярмӑрккӑна йӗркелесе пыракансем уяв ӑнӑҫлӑ тата тухӑҫлӑ иртессе шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаци политики it.cap.ru текен ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл ятарласа тӳре-шара валли шухӑшласа кӑларнӑскер. Унта тытӑмпа ҫыхӑннӑ саккунсемпе, тӗрлӗ информаципе паллашма пулать. Портал пулӑшнипе тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем хӑйсене кирлӗ документсене пӗр-пӗринчен ыйтса илейӗҫ. Ҫӗнӗ сайтра чӑваш чӗлхи валли вырӑн тупӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарать — чӑвашла тума майӗсем те пур ӗнтӗ, саккунӗпе те пирӗн икӗ патшалӑх чӗлхи. Ҫак хисеплемеҫҫӗ тӳре-шарасем чӑвашсен чӗлхине.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа ӗҫ тӑвакан 15 влаҫ органӗ, 26 муниципалитет, 291 ял тӑрӑхӗ ҫыхӑну тытать. Асӑннӑ тытӑм урлӑ халӗ республикӑра ведомствӑсем хушшинче 2 пин ытла, федерацин влаҫ органӗсем 5 пин ытла запрос янӑ иккен.
Иртнӗ уйӑхра порталпа Шупашкар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен администрацийӗсем, ЧР Тариф енӗпе ӗҫлекен тытӑм, Сывлӑх сыхлав, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем министерствисем порталпа уйрӑмах хастар усӑ курнӑ иккен.
Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче хӑйӑр кӑларнӑ лаптӑкра пысӑк инкек сиксе тухнӑ — икӗ ҫын хӑйӑр айне лексе вилнӗ иккен. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Ялти 6 ҫын ҫак вырӑнта килти хуҫалӑх валли хӑйӑр кӑларнӑ пулать. Ҫырӗ ытла та чӑнкӑ пулнӑ иккен — тайлӑк ҫӳллӗшӗ 8 метра ҫитнӗ.
— 16:00 сехет тӗлнелле, ҫӗр йӑтӑнса анса 1951 тата 1956 ҫулхи арҫынсене хӑй айне тунӑ. Юнашар ӗҫленӗ ҫынсем инкеке лекнӗскерсене ҫӑлма чупнӑ, анчах ӗлкереймен — иккӗшӗ те вилсе кайнӑ, — пӗлтерчӗ Дмитриев.
Паянхи кунна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев пырать, мӗн-пур фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.
2013-2015-мӗш ҫулсенче республикӑра 100 фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсене пурне те хӑвӑрт купалакан меслетпе хӑпартаҫҫӗ. 100 пунктран ҫиччӗшне кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Ҫывӑх кунсенче уҫма палӑртнӑ тухтӑр ҫурчӗсенчен пӗринче — Ҫӗрпӳ районӗнчи Старак ялӗнчинче — паян тӗплӗ шайри пуҫлӑхсем: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин элчи Сергей Судьбин, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Ермакова пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн кӑшкарне ҫӗклесе лартнӑ. Унта шыв тата газ кӗртмелле, канализаци тумалла. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне хӑпартассипе район пуҫлӑхӗн асӑрхаттармалли те тупӑннӑ. Строительсем ӗҫе ҫак уйӑхра вӗҫлеме шантараҫҫӗ иккен.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ.
Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать.
Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ.
Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ).
Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет.
Иртнӗ шӑматкун Шупашкар хулинче Раҫҫей шайӗнче иртекен «Симӗс марафон 2013» ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна йӗркелеме пулӑшакансенчен пӗри вӑл пирӗн ҫӗршывӑн чи пысӑк банкӗ — Перекет банкӗ. Раҫҫейӗн 42 хулинче пӗр вӑхӑтра 4 километр 200 метр тӑршшӗ символла дистанцие чупса тухма темиҫе пин банк ӗҫченӗ, партнёрӗ, банк клиенчӗ старта тухнӑ.
Марофона Ҫӗрпӳ районӗнчен тата Мари Эл шкул-интерначӗн ачисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ертӳҫӗсем ятарлӑ вӑйӑсем, ӑмӑртусем ирттернӗ, Сбербанк парнисемпе тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмӗшле Шупашкар хулинчи «Симӗс» марафона 1 000 ҫын хутшӑнӑ, ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне — 700. Кун йышши ӑмӑрту ирттересси чӑннипех те халӑшӑн самаях усӑллӑ. Спортпа малашне те туслӑ пулмалли шухӑша ҫынсен ӑсӗнче ҫирӗплетет.
Ку пӗтӗмлетӗве республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса тунӑ. Пысӑк тата вӑтам предприятисен кӑҫалхи икӗ уйӑхри (тӑватӑ уйӑх тесшӗн пулман-ши, ҫу уйӑхне ҫитрӗмӗр вӗт тесе те, тен, шухӑшлӗҫ теприсем. Ҫук, йӑнӑш ҫырмарӑмӑр) финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те тупӑшлӑ ӗҫленисем 16 районта иккенне палӑртнӑ.
Тупӑш уйрӑмах нумай илнисем Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Ҫӗрпӳ, Муркаш, Вӑрнар, Етӗрне районӗсенче иккен. «Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пур пердприяти те тупӑшлӑ ӗҫленӗ», — хыпарлать министерство.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗпе тата Чӑваш Енӗн епархийӗпе пӗрле юсанмалли колонисенче пӗрлехи мероприятисем ирттерме шут тытнӑ. Вӗсем тӗрмере ларакан хӗрарӑмсене театр ӳнерӗ урлӑ ырра вӗрентесшӗн.
Э.-Э.Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле артистсем иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ хӗрарӑмсен колонийӗнче кӑтартнӑ. 10 ҫулхи вилесле чирлӗ арҫын ачан хурлӑхлӑ шӑпине сӑнарлани читлӗх леш енчисен чунне пырса тивессе шанса театр Куславккари колонире те пулнӑ. Унта, сӑмах май, артистсен те тӗлӗнмелли тупӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне колонире ирттерекен хӗрарӑм хатӗрленӗ «Чун йӗрет» видеофильм Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Ыррин пулмаллах» IV кинофестивальте 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне 7 пин тенкӗ премипе чысланӑ. «Кӗмӗле» хӗрарӑм чирлӗ ачана пулӑшма уйӑрма палӑртать-мӗн.
Ҫывӑх вӑхӑтра артистсем Улатӑрти колоние ҫитесшӗн.
Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.
Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви.
Ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекен дирекцине килсе ҫитнӗ ҫӗнӗ 23 «Арена» авторегистратор комплекчӗсем малашне сыхлӗҫ. Куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансем пирӗн республикӑра та самаях ҫитӗреклӗ. Ҫул ҫинче «вӗҫме» кӑмӑлаканнисене пула 2012 ҫулта автоинспекци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 2 060 авари шута илнӗ, вӗсенче 265 ҫын вилнӗ, 28 652 ҫын аманнӑ.
«Ҫӗнӗ регистраторсене республикӑн хӑш лаптӑкне лартассине ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче–ҫӗртме пуҫламӗшӗнче ӑмӑрту ирттерсе татса парӗҫ. Кун хыҫҫӑн вара куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансемпе кӗрешекен приборсене вырнаҫтарма пуҫлӗҫ», — пӗлтерет ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерекен дирекци пуҫлӑхӗ Владимир Баженов.
Калаҫусем тӑрӑх, акан 29-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ 23 ҫӗнӗ фоторегистратора Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Канаш тата Комсомольски районӗсенче вырнаҫтарасшӑн.
Тен, чӑн та, ҫӗнӗ авторегистраторсем ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва улӑштарӗҫ, автомобилистсене ҫулҫӳреври ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗҫ — ҫакна шанас килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |